Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ.
Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова).
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Патӑрьел район хаҫачӗ «Авангард» 84 ҫул тултарнӑ. Унччен вара «2014 ҫул ҫынни» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫалхи конкурса тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан вунӑ хастар хутшӑннӑ. Конкурсантсем хушшинче культура ӗҫченӗ те, тухтӑр та, шкул директорӗ те, суту-илỹ филиалӗн директорӗпе ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ тата ытти те пулнӑ. «Хаҫат вулакансем те ҫак конкурса кӗтнӗ курӑнать, редакцине шӑнкӑравларӗҫ те, ҫырчӗҫ те», — пӗлтереҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
Чи нумай сасӑ пуҫтараканни «Ҫулталӑк ҫынни — 2014» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫак чыса Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул ертỹҫи Н. Андреева ҫӗнсе илнӗ. Наталия Борисовна шкул директорӗн ӗҫӗпе пултарулӑхне 1910 ҫын хак панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ф. Уфуков, виҫҫӗмӗшне В. Фролов тухнӑ.
Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ – республикӑри хула-районсенче мероприятисем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Пӗрисем вулавӑшсенче ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттереҫҫӗ, теприсем конкурссем йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче сӑмах — Патӑрьел районӗ пирки. Унта ҫӗнӗ талантсене тупас, ачасене кӗнекесемпе туслаштарас тӗллевпе 1-11-мӗш классен хушшинче «Ҫамрӑк поэтсем» сӑвӑсен конкурсне ирттереҫҫӗ.
Конкурса Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗ нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ирттерет. Ӑна, паллӑ ӗнтӗ, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Конкурса хутшӑнакансен 8 йӗркерен кая мар тӑракан сӑвӑ ҫырмалла. Ӑна А-4 хут ҫинче пичетлемелле. Унта авторӑн ятне, хушаматне, ашшӗ ятне, хӑш шкулта тата миҫемӗш класра вӗреннине аялти сылтӑм кӗтесре палӑртмалла.
Чи лайӑх сӑвӑсене «Авангард» район хаҫатӗнче пичетлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче конкурсҫӑсен 14 сехет ҫурӑра Патӑрьелти Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурта пырса хӑйсен сӑввисене вуламалла. Тӗплӗнрех 8 (83532) 6-20-64 номерпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мурманск хулинче облаҫри халӑх культурисен туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки Римма Прокопьева журналист «Хыпар» хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ.
Мурманскри юрӑ-ташӑ уявне пирӗн йӑхташӑмӑрсем те хаваспах хутшӑннӑ иккен. Юрланӑ та, ташланӑ та... «Ушаков адмирал» атом пӑрҫӗмӗрен ҫинче ӗҫлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупӑс ҫав тери ӑста каласа тӗлӗнтернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Васильевна чӑваш юрри шӑрантарнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Патӑрьел районӗнчен. Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Вӑрмар, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашсем те пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Садакова Роза Степанова юрӑҫ репертуарӗнчи «Юрату сӳнмерӗ» юрра шӑрантарса фестиваль дипломне ҫӗнсе илнӗ. Чӑвашла тумланнӑ икӗ мӑнукӗ ӑна ташласа пулӑшнӑ.
Мурманск облаҫӗнче иртнӗ фестивальте чӑваш культурине сӑнлакан курав чи пуянни пулнӑ-мӗн. Чи паха экспонатсем хушшинче Раиса Садакова кукамӑшӗн амӑшӗ 1905 ҫулта качча тухсан сырнӑ сурпанпа масмака асӑннӑ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.
Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.
18 ҫул каялла Патӑрьел район хаҫачӗн редколлегийӗн пуҫарӑвӗпе «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс йӗркелесе янӑ. Кӑҫал та ӑна йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Хальхинче ятарлӑ комиссине (председателӗ — район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренỹ, социаллӑ аталану, информаципе архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Валерий Осипов) редакци коллегийӗн членӗсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ шайри яваплӑ ҫынсене те кӗртнӗ.
Конкурсӑн тӗллевӗ 2014 ҫулта халӑх хуҫалӑхӗпе социаллӑ пурнӑҫра хӑйсен хастарлӑхӗпе, пултарулӑхӗпе районта ят-сум ҫӗнсе илнӗ, район халӑхӗшӗн пысӑк ӗҫ тунӑ ҫынна палӑртасси-мӗн.
«2014 ҫул ҫынни» конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, вырӑнтисем ӑна тепӗр майлӑ район пичечӗн кунӗ теҫҫӗ, пӗтӗмлетмелле.
Кӑҫалхи конкурса хутшӑнма ҫаксене суйласа илнӗ: Первомайскинчи «Шуҫӑм» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Валерий Фролов, районти тӗп пульница хирургӗ Рустам Ахметов, «Звезда» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертỹҫи Валерий Кузнецов, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ Наталия Андреева, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Иван Хитров, Алманчӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин, Именкассинчи фермер хуҫалӑхӗн ертỹҫи Ильсур Шарафутдинов, «Полигон» ТМЯП директорӗ Федор Уфуков, Алексей Иванов суту-илӳ ӗҫченӗ, районти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн завучӗ Анатолий Афанасьев.
Сурхури кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Алексей Казачкова асӑнса хоккейла выляссипе турнир ирттернӗ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, Алексей Петрович «пурте юратакан тата хисеплӗ» ача-пӑча тухтӑрӗ пулнӑ. Пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ ҫыннӑн ятне асра тытса педиатрӑн шӑллӗ-пиччӗшӗсем тата тӑванӗсем кӑҫалхипе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ турнир ирттереҫҫӗ. Вӗсен пуҫарӑвне ял тӑрӑхӗпе район администрацийӗ те ырласа йышӑннӑ май йӗркелеме пулӑшать иккен.
Ырласа тенӗрен, турнира, чӑн та, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, «Красное Знамя» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи, вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ те, Петр Никифоров, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Глухов, Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Толстов пырса ҫитнӗ.
Хоккейла Сӑкӑт тата Тутар Сӑкӑт ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем вылянӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов хӑй те вылянӑ. Ӑна «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» номинацире палӑртнӑ.
Сӑнсем (27)
Патӑрьел районӗнчи усламҫа, Йӗпреҫ райповӗн тата Шупашкарти суту-илӳ точкин ӗҫченӗсене правительство кӑларман пичет кӑларӑмӗсене сентресем ҫинчен илме хытарса каланӑ-мӗн.
«АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ райповӗн ӗҫченӗсем раштавӑн 24-мӗшӗнче виҫӗ кӑларӑма — «АиФ-Чӑваш Ен», «Верси», «МК в Чебоксарах» — сутлӑха илме хирӗҫ пулнӑ. Кунашкал лару-тӑру Шупашкарти «Южанка» лавккара та-мӗн.
Сутлӑха илме пӑрахнӑ-ха, анчах килӗшӗве ҫитес ҫул валли те алӑ пуснӑ-мӗн. Ку кӑна мар, кун пирки вӗсен икӗ эрне маларах пӗлтермелле пулнӑ-ҫке. «АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, уведомлени яман вӗсем.
Йӗпреҫ райповӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак лару-тӑрӑва ЧР Экономика министерстви хушнӑ. Патӑрьел районӗнчи усламҫа район администрацийӗн пӗр ӗҫченӗ асӑрхаттарнӑ-мӗн. «Южанка» лавккана ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫак кӑларӑмсене сентерсем ҫинчен илме сӗннӗ иккен.
Ку шухӑша Ҫӗнӗ ҫула патшалӑх наградипе кӗтсе илекенсенчен пӗри палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑри 46 ӗҫчене хисеп тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене Раҫҫей шайӗнчисемпе, теприсене республикӑрисемпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче культурӑра, ӑслӑлӑхпа ӳнерте, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем, нумай ачаллисем пур.
Чи малтан сцена ҫине Комсомольски район пуҫлӑхӗ — унти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ, вырӑнти райпо ертӳҫи Евгений Карпеев хӑпарнӑ. Ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ. Чыслава хутшӑннӑ Зинаида Паршагина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек пысӑк шая мӗншӗн тивӗҫни пирки ыйтсан Евгений Иванович хуравлама тӑхтаса тӑнӑ иккен, унтан хӑй кампа ӗҫленисене аса илме тытӑннӑ-мӗн. «Ҫынсем тӑрӑшнине кура. Награди мана тивӗҫрӗ», — тенӗ иккен сӑпайлӑ пуҫлӑх.
Карпеев евӗр наградӑпа ҫавӑн пекех Алла Стальскаяна чысланӑ. Раҫҫей Президенчӗ Тав ҫырӑвӗсем те пулнӑ. Вӑл Олимп объекчӗсене хатӗрленӗшӗн Римма Салантаевапа Константин Долгашев доцента палӑртнӑ.
Ача ҫуратмалли ҫуртсен ҫӗнӗ хатер-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп пульницӑна хальхи йышши икӗ реанимаци тытӑмӗ тата фитотерапи ҫутаткӑҫӗ илсе килнӗ.
Аппаратсене тин ҫуралнӑ ачасем валли кӑларнӑ. Тин ҫут тӗнчене килнӗ пепкесене кислород кирлӗ. Вӗсен температурине виҫеҫҫӗ. Кювез — ачасене пӑхмалли инкубатор, «сарамакран» сипленмелли фитотерапи.
Патӑрьельти тӗп пульница 4 районти хӗрарӑмсене йышӑнать: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи ача кӗтекен хӗрарӑмсене те кунта илсе килеҫҫӗ. Кӑҫал кунта 546 ача кун ҫути курнӑ.
Медицина хатӗр-хӗтӗрӗн сертификатне тӗп тухтӑра Чӑваш энергосбыт компанийӗн ертӳҫи Константин Афанасьев панӑ. Пӗтӗмӗшле сумма — 450 пин тенкӗ.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов социаллӑ инфратытӑма тимлӗх уйӑракан предприятисем пурришӗн савӑннине пӗлтернӗ. Чӑваш энергосбыт компанийӗ Русгидро пуҫарнӑ «Энергипе ҫуралнӑскер» ыркӑмӑллӑх акцине иккӗмӗш хут хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |